Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шурӑ хурӑн (Волгин В.)

Яштака, илемлӗ хурӑн
Лартрӑм иртнӗ ҫуркунне.
Эп каларӑм: эсӗ пурӑн,
Илем кӳрччӗ шкул умне.

Малтанах имшеррӗн, юттӑн
Пӑхкалаттӑн ман ҫине.
Йӑпататтӑм: эс ан ютшӑн, —
Шыв сапаттӑм ирхине.

Хӑюлланчӗ те тумланчӗ
Шурӑ хурӑн шӳлкеме,
Вӑл юратрӗ те ӑнланчӗ
Ырӑ сунан этеме.

Ҫу каҫса хӗл иртнӗ хыҫҫӑн
Килчӗ ӑшӑ ҫуркунне.
Ҫамрӑк хурӑн кӑтра пуҫлӑн
Тухса тӑчӗ куҫ умне.

1949

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-06 22:30:54 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3266 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем